
Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председательне Александр Матвеева йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат виҫӗмкун пӗлтернӗ.
Депутат усламҫӑ иккен тата вӑл салтаксене пулӑшанҫи пулса ырӑ ятлӑ пулнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен депутат унччен те пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ, анчах вӑл кашнинчех шывран типӗ тухнӑ имӗш.
Депутат пӗлешне йӗрке хуралҫисенчен пулӑшма шантарса унран укҫа илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.

Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен.
Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ.
Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт.

Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян 102 ҫул тултарнӑ. Кинемее ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн ӗҫченӗсем саламланӑ. Юлашки вӑхӑтра кинемее асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ киле пырса пулӑшса тӑрать.
Вера Ятманова Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл вӑхӑтри нумай ҫын пек вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенчи терте те курнӑ. Кайран, Ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухсан, зоотехникра ӗҫленӗ. Кайран вӗсем упӑшкипе Шупашкар куҫса килнӗ, кунта Электроаппаратура заводне ӗҫе вырнаҫнӑ.
Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Паян ватӑ ҫынна мӑнукӗ тата мӑнукӗн икӗ ачи пӑхать, социаллӑ ӗҫчен вара пулӑшса тӑрать.
Халӗ ватӑ ҫын урама тухса ҫуреймест-ха, анчах хваттерте утса ҫӳрет. вӑй ҫитернӗ ӗҫе хӑех пурнӑҫлать.

Етӗрне округӗнчи Аптекпуҫ ялӗнче пурӑнакан 102 ҫулти Антонина Никифорова суйлава хутшӑннӑ. Ун патне суйлав комиссийӗн пайташӗсем килех пынӑ.
Кинемей кандидатсемпе тӗплӗн паллашнӑ та бюллетень ҫинче хӑйӗн сассине палӑртнӑ. «Вӑт ку чӑн-чӑн ӑс-хал тата граждан позицийӗ!» - ҫапла палӑртнӑ округ хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ».
Аса илтерер: паян Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ пуҫланнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пулӗ.

Етӗрне районӗнче тӳре-шара тупӑша туллин кӑтартман. Ҫавна май Етӗрне муниципалитечӗн тӑрӑхӗн пуҫлӑхне вырӑнти прокуратура тупӑш ҫинчен калакан справкӑсенче йӑнӑш пурри пирки хут ҫырса панӑ.
Администрацире ӗҫлекен 5 тӳре-шара хӑйсен тупӑшне туллин кӑтартман: мӗнпур счёчӗ тата куҫман пурлӑх пирки пӗлтермен. Уншӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Кунсӑр пуҫне прокуратура ҫав тӑрӑхри территори пайӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа хӑйӗн валли усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Етӗрне районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ. Вӑл терапевт тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Ольга Романова тӗллевлӗ майпа медицина пӗлӗвне илнӗ. Унӑн амӑшӗ медсестрара тӑрӑшнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне те Ольга химипе, биологипе тата анатомипе кӑсӑкланнӑ.
Ҫамрак тухтӑр тунмасть: пӗрремӗш пациентсене йышӑннӑ чухне вӑл хумханнӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ӗҫе хӑвӑртах хӑнӑхнӑ.

Етӗрне округӗнче рейс автобусӗ аварие лекнӗ. Ку инкек паян 9 сехет ҫурӑра Чурпай ялӗнче пулнӑ. 123-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫине «Нива» пырса кӗнӗ. «Нива» водителӗ вӑйлах ӳсӗр пулни паллӑ. Вӑл — Етӗрне округӗнче пурӑнакан 43-ри арҫын.
Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 12 ҫын пулнӑ. 68 ҫулти хӗрарӑма больницӑна сывлӑхне тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Ҫӗмӗрле округӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Васильев отставкӑна кайнӑ. «Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн постӗнчен кайма йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ вӑл ӗнер каҫхине халӑх тетелӗнчи страницинче. Ҫавӑнтах ку йышӑнӑва тума ҫӑмӑл пулманнине, округ уншӑн ӗҫ вырӑнӗ кӑна мар, пурнӑҫӑн пӗр пайӗ те пулса тӑнине хушса хунӑ.
Эдуард Васильев округа 2023 ҫултанпа ертсе пынӑ. 2024 ҫулта Ҫӗмӗрле хулипе округне пӗршетерсен вӑл ертӳҫӗ пулса юлнӑ. Хӑй вӑл Муркаш Купӑрля ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Аса илтерер: ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов та отставкӑна кайнӑ, вӑл Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Етӗрне тӑpӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче пурӑнакансем Культура ҫуртӗнче Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗн солисчӗн Наталья Мокеевӑн концертне курса киленнӗ.
Юрӑҫ ҫaк ялтах ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ҫулла отпуска кашни ҫул тӑван тӑрӑхне килет, кашнинчех ял халӑхӗ валли тӳлевсӗр концерт лартса парать.
Хальхинче те Наталья Мокеева сцена ҫинче оперӑсенчи арисене, романссемпе паллӑ юрӑceне шӑрантарнӑ. Ял халӑхӗ артиста унӑн илемлӗ те янӑравлӑ caccипе киленме май туса панӑшӑн тав тунӑ.

Етӗрне округӗнчи Талуй ялӗнче «Ялти чи лайӑх пулӑҫ» конкурс иртнӗ. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ.
Чи нумай пулӑ тытакансем Демид Васильев тата Даниил Голицын пулнӑ. Вӗсен вӑлтине 13 пулӑ ҫакланнӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта – Татьяна Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Даниил Яковлев. Ҫӗнтерӳҫӗсене спонсорсенчен парнесем лекнӗ.
